Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
6 Майӑн 2025, 05:01

Путин "Малтисен юхăмĕн" сӑнав совечӗн йышне ҫирӗплетнĕ

#владимирпутин

Путин "Малтисен юхăмĕн" сӑнав совечӗн йышне ҫирӗплетнĕПутин "Малтисен юхăмĕн" сӑнав совечӗн йышне ҫирӗплетнĕ
Путин "Малтисен юхăмĕн" сӑнав совечӗн йышне ҫирӗплетнĕ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин "Малтисен юхӑмӗн" сӑнав совечӗн йышне ҫирӗплетнӗ. Указ майӑн 5-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленсе тухнӑ.

Документ вӑл алӑ пуснӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет тесе ҫирӗплетнĕ.

Указ тӑрӑх, сӑнав совечӗн председателӗ Путин, унӑн заместителӗ РФ президенчӗн администрацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи Сергей Кириенко пулнӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн вице-премьерĕ Татьяна Голикова, Ҫамрӑксен пуҫлӑхӗ Григорий Гуров, ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов, ача-пӑча омбудсменĕ Мария Львова-Белова, РФ Президенчӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Орешкин, наукӑпа аслӑ вӗренӳ министрӗ Валерий Фальков, президент помощникӗ Андрей Фурсенко, РФ вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко тата "Талант тата ҫитӗнӳ" фонд ертӳҫи, "Сириус" федераци территорийӗн председателӗ Елена Шмелева кӗнӗ.

https://iz.ru/1881677/2025-05-05/putin-utverdil-sostav-nabliudatelnogo-soveta-dvizheniia-pervykh

 

 

Путин "Малтисен юхăмĕн" сӑнав совечӗн йышне ҫирӗплетнĕ
Путин "Малтисен юхăмĕн" сӑнав совечӗн йышне ҫирӗплетнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас