Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
19 Майӑн 2025, 06:56

Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекен Данил Сиволапов Атайсал форумăн «Тамыр» площадкине хутшӑннӑ.

Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑПишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ. Ӗҫ тематика площадкисенче  пынă. «Атайсал» проект урлӑ хуласемпе ялсенче пурӑнакансем пӗлтерӗшлӗ проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ, ентешсем хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне пулӑшма пултараҫҫӗ.
Форумри тӗлпулусем форума хутшӑнакансене пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, малалла мӗнле ӗҫлемеллине пӗлме пулӑшнă.
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекен Данил Сиволапов Атайсал форумăн «Тамыр» площадкине хутшӑннӑ. Данил компьютер технологийӗсемпе тата компьютер моделӗсемпе интересленет. Унӑн проектне кӗҫӗн Тӑван çӗршывпа ҫыхӑннӑ темӑпа социаллӑ ролик тӑвассине халалланӑ. «Тамыр» площадкине пултаруллӑ ачасен пултарулӑхне аталантарма янӑ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ
Пишпÿлек районӗн делегацийӗ Атайсал форумне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас