#владимирпутин
Нумай ачаллӑ ҫемьесен ашшӗсемшӗн ҫӑмӑллӑхсем туса хурас ӗҫе вӗҫлемелле. Кун пирки майӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
«Родительская слава» орденсемпе наградӑланӑ ҫемьесемпе тата анне-героинясемпе тӗл пулнӑ май, Екатеринбургра пурӑнакан вунӑ ача амӑшӗ Евгения Радионова патшалӑх пуҫлӑхне нумай ачаллӑ ҫемьесенче ашшӗсемшӗн ҫӑмӑллӑхсем тума ыйтнӑ.
«Арҫынсене илес пулсан, эпир ӑна тахҫанах сӳтсе яватпӑр, ун ҫинчен шухӑшлатпӑр», - пӗлтернӗ вӑл.
Хӑй енчен, РФ вице-премьерӗ Татьяна Голикова çак проекта часах Патшалӑх Думине кӗртесси ҫинчен пӗлтернӗ.
«Пирӗн ҫакна вӗҫне ҫитерес пулать <...>. Депутатсем тивӗҫлипе йышӑнасса шанатӑп эпӗ», - палӑртнӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/77059