Çутă çул
+28 °С
Облачно
Общество
3 Июня 2025, 06:22

Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ

Çирĕклĕри ял клубӗнче ӗҫлекенсем Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ «Сывă-и, ҫулла» ачасем валли уяв йĕркеленĕ.

Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕÇирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ

 

Ачасене хӳтӗлемелли кун — ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ уяв. Ахальтен мар ӗнтӗ унтан ҫу пуҫланать, ҫавӑнпа та вӑл пирӗн ачасен аллинче. Вӗсенче пирӗн савӑнӑҫ, шанчӑк, пирӗн ӗҫ тата телей.

Çирĕклĕри ял клубӗнче ӗҫлекенсем Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ «Сывă-и, ҫулла» ачасем валли уяв йĕркеленĕ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче ҫуллахи уява хутшӑнакансемпе ҫулталӑкри чи лайӑх вӑхӑт ҫинчен калаҫнӑ. Ачасем Ачалӑх уявӗн историне пӗлнĕ, викторина ыйтӑвӗсем ҫине ответленĕ, ҫулла çинчен тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене тупнă. Ачасем икĕ командӑна пайланса хăйсен спорт пултарулӑхӗпе хӑнӑхӑвӗсене кӑтартма пултаракан интереслӗ конкурссене хутшăннă: чупнă, сиккеленĕ, призсене касса илнĕ. Ҫавӑн пекех ташланă, ӳкернĕ.

Уяв чуна килентерекен те кулӑшла пулса тӑнă, темӗн чухлӗ эмоципе курӑм-туйӑмсем хӑварнă.

 

Сăнÿкерчĕксем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

 

Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв йĕркеленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас