

Раҫҫей кунне уявланӑ май Çирĕклĕ ялĕн клубӗнче «Манӑн Тӑван çӗршыв — Раççей» тематика программи иртнӗ. Мероприяти хӑнисем пирӗн нумай нациллӗ Тӑван çӗршыв историйӗн страницисем тӑрӑх виртуаллă ҫулҫӳреве тухнă. Ертсе пыракан Раҫҫей символӗсем ҫинчен, вырӑс паттӑрӗсем ҫинчен, наци тумӗпе апат-çимĕçĕ ҫинчен каласа панă. Мӗн авалтанпах Раҫҫейре савӑнӑҫлӑ вӑйӑ-кулӑсӑр, конкурссемсĕр пӗр уяв та иртмен. Программӑна хутшӑнакансем авалхи вырӑсла «Ҫун, ҫун уҫҫӑнах» вăйăра, «Герб пух», «Эпӗ Раççейре пурӑнатӑп», «Пӗл-ха» конкурссене хутшӑннӑ. «Раççей — Тӑван çӗршывӑм» ӑс-хакӑл вӑййине хутшăнакансем ӑмӑртса тӑван ҫӗр историйӗ ҫинчен хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.