#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июнӗн 22-мӗшӗнче Асăнупа хурлӑх кунӗ Мускаври Паллӑ мар салтак вилтӑпри умне чечек кӑшӑлӗ хумалли церемоние хутшӑннӑ.
Мероприятие Кремль стенисем патӗнче Александровский садра ирттернĕ. Патшалăх Пуҫлӑхӗ кӑшӑл ҫинчи лентӑсене тӳрлетнӗ те мемориал умĕнче пуҫне тайса тăнă.
Кунсӑр пуҫне Президент хула-геройсен тата ҫар мухтавӗн хулисен астăвăм паллисем умне чечексем хунă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/medium