Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
23 Июнӗн 2025, 08:19

Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ

Июнӗн 21-мӗшӗнче Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пирӗн ирӗклӗхпе тӑнӑҫлӑхшӑн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене аса илме пӗрле пуҫтарӑннӑ.

Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕСитекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
 
Июнӗн 21-мӗшӗнче Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пирӗн ирӗклӗхпе тӑнӑҫлӑхшӑн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене аса илме пӗрле пуҫтарӑннӑ.  Юрий Левитанӑн легендарлӑ сасси янӑраса кайнă — шӑпах пирӗн халӑхӑн паттӑрлӑхӗпе ҫирӗплӗхне пӗлтерекен чӗнӳ.
   Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен кашни салтака хисеплесе, пĕр минут чĕнмесĕр тăнă. «Священная война» юррӑн хурлӑхлӑ кӗвви каллех ҫӗнтерӳ хакӗ ҫинчен аса илтернӗ.
Кунта пулма пултарайманнисем те хӑйсен ҫурчӗсен чӳречисем ҫинче ҫуртасем ҫутса, символла акци ҫумне хутшӑннӑ. Ҫуртасен ҫути ял урамне ҫутатса шанчӑкпа тав ҫути пулса тӑнă.
Ҫак акци ӑрусене пӗрлештерет, ҫамрӑк ҫынсене мăн аслашшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен аса илтерет, совет салтакӗсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхех асра хӑварать.
#СвечаПамять#ВОВ#ГероиНашейРодины#ВечнаяПамять#ГодЗащитникаОтечества#СедякбашскийСДК
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
Ситекпуçĕнче «Асăну çурти» акци иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас