#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Валентина Талызинан тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене вӑл вилнӗ пирки хурланнине пӗлтернӗ, актрисӑна юратнӑ ӗҫе юратса пӑрахнӑ ҫын тесе каланă. Июнӗн 23-мӗшӗнче тивӗҫлӗ заявлени Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче пичетленсе тухнӑ.
«Валентина Талызина талантлӑ актриса, юратнӑ ӗҫе чӗререн, юратса тӑвакан ҫын пулнӑ. Унӑн кинематографра тата вӑл нумай ҫул хушши хӑйӗн пурнӑҫне халалланӑ Моссовет ячӗллӗ Патшалӑх академи театрӗн сцени ҫинче тунӑ чаплӑ ӗҫӗсем, хавхалануллӑ пултарулӑхӑн, хамăр çĕршыв культурин, ҫынсен хавхалануллӑ ӗҫӗн тивӗҫлӗ тӗслӗхӗ», - тенӗ заявленире.
Раҫҫей лидерӗ актриса ҫинчен астăвăм унӑн ҫывӑх ҫыннисен, тӑванӗсен тата хисеплекенӗсен чӗрисенче юласси ҫинчен хушса хунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Вячеслав Прокофьев.