#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсене чӑн пурнӑҫра, чи кӑткӑс условисенче кӑтартма пултарнӑ ҫынсем воспитани парасси пирки яланах ӗмӗтленни пирки пӗлтернӗ.
Кун пирки патшалӑх Пуҫлӑхӗ Раҫҫей регионӗсенче ҫамрӑксен çĕнĕ центрӗсене уҫнӑ церемони вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Видеоконференцие хутшӑнакансем хушшинче Дагестанри ҫамрӑксен центрӗнчи специалист - хальхи ятарлă çар операцине хутшăнакан пулнӑ.
«Ҫамрӑксене воспитани парас ӗҫ шӑпах хальхи пек формӑсемпе пуласси пирки эпӗ яланах ӗмӗтленнӗ. Чӑн пурнӑҫра палӑракан ҫынсем чи кӑткӑс условисенче пирӗн ҫамрӑксене воспитани парас ӗҫе шӑпах вӗсем витӗм кӳччӗр. Ку сирӗн акӑ пулса пырать те», - тенӗ Путин.
Новости РИА.