Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
1 Июлӗн 2025, 04:29

Июлӗн 1-мӗшӗ - Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунӗ

Марина Иванова, Шупашкар хули. Сывӑ ҫеҫ килсем  

Июлӗн 1-мӗшӗ - Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунӗИюлӗн 1-мӗшӗ - Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗ - Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунӗ
Марина Иванова, Шупашкар хули.
Сывӑ ҫеҫ килсем
 
Канӑҫа сирсе пӗр шелсӗр
Йывӑр шухӑш пӑтранать.
Чӗрене тӑлланӑ евӗр
Ҫавӑрать те пӑлхатать.
. ***
Эп пӗлетӗп, хаклӑ ҫыннӑм,
Утма ҫул халь тӑвалла.
Сывӑ ҫеҫ килсем, тӑванӑм,
Пирӗн пурнӑҫ малалла!
 
Арҫын тивӗҫӗ те чысӗ -
Ҫӗршыва хӳтӗлесси.
Ӑшӑра-и, сивӗре-и -
Миршӗн сыхӑ тӑрасси.
 
Анчах, шел, эс ҫумра мар-ҫке -
Кил-ҫуртра та пуш-пушах.
Тӗл пулма та ҫӑмӑл мар-ҫке -
Аякри ҫӗрсем ютах.
 
Юнашар сана курасшӑн,
Тунсӑхлатӑп чун татса.
Нихӑҫан та уйрӑлассӑн
Шутламанччӗ пурнӑҫра.
 
Телефон алран каймасть те,
Шӑнкӑрав сасси кӗтсе.
Пӗр сӑмах ҫеҫ ман илтесчӗ,
Чӗрӗ иккенне сиссе.
 
Эп туятӑп - таврӑнатӑн
Паттӑрсен ҫул-йӗрӗпе.
Куҫҫуль витӗр сас паратӑн,
"Килтӗм сывӑ эп! " - тесе.
 
Вӑрҫӑ вучӗ, чарӑнсамччӗ,
Тӑшман вӑйӗ, лӑплансам!
Тӑнӑҫ пурнӑҫӑн кӑвайчӗ,
Ҫӗнтерӳшӗн ялкӑшсам!
 
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
Июлӗн 1-мӗшӗ - Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗ - Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунӗ
Автор:
Читайте нас