#владимирпутин
Раҫҫей влаҫӗсем кашни ҫӗнӗ регионти лару-тӑрӑва хаклаҫҫӗ, тӗп проектсем мӗнле пурнӑҫланнине сӑнаҫҫӗ. Кун пирки июнĕн 30-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ ҫӗнӗ регионӗсене аталантарассипе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Правительствӑн, регион командисенчи ӗҫтешсемпе пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн ҫак кашни субъектăн лару-тӑрӑвне хаклатпӑр. Ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан конкретлӑ тӗп проектсем еплерех пурнӑҫланнине пӑхатпӑр», - тесе палӑртнă вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos