Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
2 Июлӗн 2025, 12:43

Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă

Июлĕн 1-мӗшӗнче, Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунăПишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Июлĕн 1-мӗшӗнче, Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫанталӑк япӑх пулсан та ветерансем Пишпÿлекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисен паркне пӗрле пухӑннă,  сӑваплӑ уява пӗрле ирттерме. Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсене кашни тӗрлӗ ҫулта тӳрӗ кӑмӑлпа тата паттӑррӑн пурнӑҫланӑ  службӑшӑн пӗрлехи аса илӳсемпе мӑнаҫланни пӗрлештерет.
Митинг Ольга Данилован юррипе пуҫланнă. Ветерансене Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов саламланă. Вӑл кашни ҫар ҫыннин Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме хывнӑ тӳпи пӗлтерӗшлине палӑртнă, ҫапӑҫусен ветеранӗсене сывлӑх суннă. Сӑмаха вӗҫлесен Оборона министерствин 28-мӗш мотострелоксен бригадин командованийӗ ятӗнчен волонтерсен хастар ӗҫӗшӗн тата фронта пулӑшнӑшӑн волонтер штабӗн ертӳҫине Эллина Суфьянована тав ҫырӑвӗ панă.
Мероприятие районти ҫапӑҫусен ветеранӗсем хастар хутшӑннă. Салам сӑмахӗсемпе Пишпÿлек районӗн çар комиссарӗ Салават Абдуллин, Ҫурҫӗр Кавказри ҫапӑҫусен ветеранӗсен районти Канашӗн председателӗ Рамиль Мухтасимов, Пишпÿлек районӗнчи Афганистан ветеранӗсен канашӗн председателӗ Вильмир Ахметзянов, "Защитники Отечества" фондӑн Пишпÿлек районӗнчи социаллӑ координаторӗ Гузалия Хисамутдинова тухса калаҫнă.
Малалла митинга хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуçне хунă салтаксене пӗр минут шӑп тӑрса чысланă, мемориал плитисем умне чечексем хунă.
Митинг асӑнмалӑх сӑн ӳкнипе тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуçне хунă салтаксене пытарнӑ вырӑнсене кайса курнипе вӗҫленнӗ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас