Ситекре Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин паркӗнче Çар тытăçăвĕсен ветеранӗсен кунне халалласа митинг иртнӗ.
Уяв хальлӗхе официаллӑ мар-ха, анчах ҫулран-ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса пырать.
Митингра Çирĕклĕ ял тăрăх пуҫлӑхӗ Людмила Ивановна Романова, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисен членӗсем хутшăннă, ял халӑхӗ умӗнче администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Александрович Данилов сăмах каланă.
Чечек хурас церемони вӑхӑтӗнче пухӑннисем ентешӗсене, мӗнпур вырӑнти хирӗҫӳсене хутшӑнакансене тата вилнисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.