#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ следстви органӗсен ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ. Тивӗҫлӗ чӗнӗве июлĕн 25-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленӗ.
«Пирӗн пӗтӗм обществӑшӑн, Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ тухӑҫлӑ та хӗрӳ ӗҫшӗн тав тӑватӑп. Хӑвӑрӑн професси тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа эсир граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлес, право патшалӑхӗн институчӗсемпе принципӗсене ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр, саккун пуҫ пулса тăрассине тивӗҫтеретӗр», — тенӗ Президент.
Вӑл Следстви комитечӗн (СК) ӗҫченӗсем, МВД тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин (ФСБ) следователӗсем хальхи вӑхӑтра хӑйсен умӗнче тӑракан «пысӑк тӗллевсене» чылай татса панине палӑртнă. Вӗсен шутӗнче Президент криминаллӑ хӑрушлӑхӑн палӑрӑмӗсемпе — организациленӗ преступноҫпа, коррупципе, наркотӗрӗслевпе, терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешнине асӑннă.
Раҫҫей ертӳҫи уйрӑммӑн ятарлӑ ҫар операцийӗ (СВО) ирттерекен зонӑри следстви органӗсен сотрудникӗсен харсӑрлӑхне палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Метцель.