Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
4 Августӑн 2025, 05:20

Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă

Августăн 2-мӗшӗнче Раҫҫей Сывлӑш-десант ҫарӗсем 95 ҫулне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунăПишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă

Августăн 2-мӗшӗнче Раҫҫей Сывлӑш-десант ҫарӗсем 95 ҫулне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пишпÿлекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ митинг иртнĕ. Мероприятие ВДВ службине иртнĕ ҫар ҫыннисем, учрежденисемпе организацисен представителӗсем, обществӑлла организацисем, ял ҫыннисемпе хӑнасем хутшӑннă.

Митинг ВДВ ветеранӗсен личнăй составне ВДВ никӗслевҫи Василий Маргелов бюсчĕ патӗнче стройпа тăнинчен пуҫланнă. Раҫҫей Гимнӗн мӑнаҫлӑ кӗввипе патшалӑх ялавӗпе Сывлӑш-десант ҫарӗсен ялавӗ ҫӳле ҫӗкленнĕ, ӑрусен арканми ҫыхӑнӑвне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине пӗлтерсе.

ВДВ—  «ҫунатлӑ пехота», «сенкер беретсем» ... гвардеец-десантниксене мӗнле кӑна мухтамаҫҫӗ пулӗ, анчах пур эпитетсенче те яланах халала, халала кура пурӑнакан ҫынсен пӗр виҫесӗр хӑюлӑхӗпе абсолютлӑ шанчӑклӑхӗ: "Пирӗнсӗр пуҫне никам та!».

ВДВ ветеранӗсене район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, район ҫар комиссарӗ Салават Маратович Абдуллин тата Пишпÿлекри «Защитники Отечества» социаллӑ фонд координаторӗ Гузалия Ахмазетдиновна Хисамутдинова чӗререн саламланă. Вӗсен сӑмахӗсенче ҫӑмӑл мар службӑшӑн тав туни, салтаксен хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗнчен, вӗсем Тӑван ҫӗршывшӑн хӑйсене шеллемесӗр ҫапӑҫма ялан хатӗр пулнинчен тӗлӗнни илтӗннӗ.

Артур Мухлисович ВДВ хастар ветеранӗсене наградӑсем панă, вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑннине палӑртнă.

ВДВ ветеранӗ Рамзил Рамилевич Багишев пур десантниксен ятӗнчен сăмах каланă, асӑннӑшӑн, пулӑшнӑшӑн тав тунă.

Хутшăнакансем шӑплӑх минутӗнче пуҫӗсене тайнă, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑйсен пурнӑҫне панӑ паттӑрсене асӑнса пуҫ тайнă, ӗмӗр асӑнмалӑх, сӳнми чап символӗ пулса, мемориал плитисем умне хӗрлӗ гвоздикӑсем хунă.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.

 

 

 

Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас