Çутă çул
+28 °С
Облачно
Общество
8 Августа 2025, 07:24

Радий Хабиров Пушкӑртстанри строительсене професси уявӗпе саламланă

Августӑн 7-мӗшӗнче Уфари "Торатау" Конгресс-холра Строительсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ.

Радий Хабиров Пушкӑртстанри строительсене професси уявӗпе саламланăРадий Хабиров Пушкӑртстанри строительсене професси уявӗпе саламланă
Радий Хабиров Пушкӑртстанри строительсене професси уявӗпе саламланă
Августӑн 7-мӗшӗнче Уфари "Торатау" Конгресс-холра Строительсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров отрасль ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене уяв ячӗпе саламланă, республикӑри строительство комплексне аталантарнӑшӑн патшалӑх наградисене панă.
Юлашки ултӑ ҫулта Пушкӑртстанра 53 пин вӗренекен вырӑнлӑх шкулсем, ача сачӗсем, 5 пин вырӑнлӑ больницасем, сменӑна 9 пин çын ҫӳремелли поликлиникӑсем, ҫавӑн пекех социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти ҫӗршер объект туса лартнӑ. Аталаннӑ инфраструктурӑллӑ хальхи пурӑнмалли комплекссем — парксем, спорт площадкисем тата скверсем — хастар ҫӗкленеҫҫӗ.
Регион пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех строительсене РФ ҫӗнӗ субъекчӗсенче пурӑнакансене пулӑшнӑшӑн тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Уявăн  савӑнӑҫлӑ пайӗ хыҫҫӑн хӑнасене Пушкӑртстанри пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннипе савăк концерт кӗтнĕ.
 
 
 
Радий Хабиров Пушкӑртстанри строительсене професси уявӗпе саламланă
Радий Хабиров Пушкӑртстанри строительсене професси уявӗпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас