Пирӗн ҫӗршывра нацие пӗрлештерекен, халӑх сывлӑшне сӑнарлакан датӑсем пур. Вӗсен шутне эпир кашни ҫул августӑн 22-мӗшӗнче палӑртакан Раҫҫей ялавӗн кунне тивӗҫлипе кӗртме пулать. Ҫак кун эпир вӑрӑм та паттӑр ҫул иртнӗ патшалӑхӑн символӗсене хисепленине палӑртатпӑр.
Ҫак куна пирӗн патшалӑх символикине, хамӑр ҫӗршыв историйӗпе культурине хисепленине халалланӑ.
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнӗн ачисемпе воспитательсем малтанхи ӗҫ туса ирттернӗ, унта вӗсем воспитанниксене Раҫҫейӗн патшалӑх символӗсемпе (ялав, герб, гимн) паллаштарнӑ, ҫӗршыв пирки калаҫнӑ. Ачасем иллюстрацисене кӑсӑкланса пӑхнă, тӑван ҫӗршывӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене вӗреннĕ.
Ҫак кун ачасем Раҫҫей ялавне тунă. Асӑннӑ заняти тӗллевӗ - тӗрлӗ формӑсене типтерлӗ ҫыпӑҫтарас ӑсталӑха хӑнӑхтарасси, Тӑван ҫӗршыв ҫинчен харпӑр хӑй шухӑшӗсене тӗпе хурса конструкципе кӑсӑклантарасси.
Ача сачӗн ачисем пурте пирӗн ҫӗршыв символӗсене хисеплеҫҫӗ, патриотсем пулса ӳсеҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыва юратаҫҫӗ, хăйсем Раҫҫей гражданӗсем пулнипе мӑнаҫланаҫҫӗ!
#ДеньФлагаРоссии #БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.