

#владимирпутин
Кун пирки Кремлӗн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков Тухӑҫ экономика форумӗнче (ВЭФ-2025) ТАССа панă интервьюра пӗлтернӗ.
"Ҫук, отпуска вӑл, тӗрӗссипе, хӑйӗнне илме пултараймасть", — пӗлтернӗ вӑл Путин хӑйӗн ҫуралнӑ кунне октябрӗн 7-мӗшӗнче мӗнле паллӑ тӑвасси пирки ыйтсан.
Песков августӑн 1-мӗшӗнче Путин отпуска каяйманни пирки пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен унӑн тӗп ӗҫӗ куллен пулса пырать. Раҫҫей ертӳҫине те, федераци служащийӗсене пурне те пекех, отпуск памалла, анчах та РФ президенчӗ ытти чухне ҫуллахи вӑхӑтра та ӗҫлеме пӑрахмасть. Иртнӗ ҫулсенче, Путин пресс-секретарӗ каланă тӑрӑх, патшалӑх пуҫлӑхӗн графикне минутсерен тенӗ пек ҫырса тухнӑ.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Кремлин.
https://iz.ru/1951401/2025-09-09/peskov-zaavil-o-nevozmoznosti-putina-uiti-v-otpusk