-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Кӗрхи ҫутҫанталӑк ачасемпе пӗрле сӑнама пуян материал парать. Пишпÿлекри «Умка» ача садӗнче ачасемпе пӗрле черетлӗ хут уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫут ҫанталӑкри кӗрхи улшӑнусене асӑрханă, кӗрхи ҫанталӑка сӑнанă, кӗр тата ҫу паллисене танлаштарнă. Кӗркунне ҫутҫанталӑкра пулакан мӗнпур сезон улшӑнӑвне аса илсе пӗтӗмлетнӗ.
Участокра пулнӑ вӑхӑтра ачасем тавралӑх ҫинчен нумай ҫӗнӗ туйӑмсем, пӗлӳ илнӗ. Уҫӑлса ҫӳрени сывлӑха ҫирӗплетмелли лайӑх мел тата ачасен ӑс-тӑнне аталантарма пулӑшать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282