#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери сӑваплӑ ырӑ кӑмӑллӑ Александр Невский князь ячĕллĕ спорт вӑййисене хутшӑнакансене саламланӑ май, ҫамрӑксем ҫӗршыв историйӗпе кӑсӑкланасси ӳссе пынине палӑртнă.
«Ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ, кирлӗ проектсем вӑхӑтпа ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫамрӑксем тӑван историпе, пирӗн тымарсемпе тата ҫӑлкуҫсемпе чунтан ӳссе пынине кӑтартаҫҫӗ», — тесе асӑннӑ унӑн сӑмахӗсене Кремль сайтӗнче.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑйӑсене ирттерес пуҫару анлӑ пулӑшу илнӗ, çӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсене каллех Санкт-Петербург пӗрлештерет. Вӑйӑсем уйрӑмах хавхалантаракан атмосферӑллӑ пӗлтерӗшлӗ те асра юлмалли пулӑм пуласса та шанать вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Сергей Лантюхов.