Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
16 Сентябрӗн 2025, 06:32

Кистенлӗри Культура ҫуртĕнче «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программи иртнĕ

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Урӑ пулни — пурнӑҫ норми» тематика калаҫӑвӗ иртнӗ.

Кистенлӗри Культура ҫуртĕнче «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программи иртнĕКистенлӗри Культура ҫуртĕнче «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртĕнче «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программи иртнĕ

Сентябрӗн 11-мӗшӗ — Пӗтӗм Раҫҫейри урӑ пулни тата алкоголизмпа кӗрешмелли кун, Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программинче «Урӑ пулни — пурнӑҫ норми» тематика калаҫӑвӗ иртнӗ — тӗп тӗллев унта хутшӑнакансене кашни ҫыншӑн сывлӑх мӗн тери хаклӑ пулнине аса илтересси пулнă. Хатӗрленӗ тематика лару-тӑрӑвӗсене ачасемпе пӑхса тухнă, сиенлӗ йӑласем ҫинчен каласа панă, эрех-сӑра ҫын организмне сиен кӳни пирки пӗлтернĕ. Ачасем çавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри урӑ пулни кунӗ мӗнле пуҫланса кайнине, Раҫҫейри алкоголизм лару-тӑрӑвӗ пирки пӗлнĕ.

Программа вĕçĕнче сывлӑх кирек мӗнле ҫын пурнӑҫӗнче те хаклӑран та хаклӑ телей тесе пӗтӗмлетӳ тунă. Пиртен кашнинех вӑйлӑ та сывӑ пулас, вӑй-хала май пур таран ытларах упрас, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулас килет.

#ДесятилетиеДетства
#Трезвостьнормажизни
#Кистенли_Богдановский_СДК
#ЗОЖ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club203777291?from=groups

 

 

Кистенлӗри Культура ҫуртĕнче «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртĕнче «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программи иртнĕ
Кистенлӗри Культура ҫуртĕнче «Эпир ЗОЖшĕн» тематика программи иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас