Автономи коммерциллӗ мар организацийӗ «Все для Победы" Волонтерская группа села Бижбуляк Бижбулякского района Республики Башкортостан» ҫар медицини тата тактикӑпа ятарлӑ хатӗрлев енӗпе практика занятийӗсене район ҫыннисемпе ирттернӗ. Районти патриотизм клубӗсен воспитанникӗсем тата ОБЗР преподавателӗсем занятисене хастар хутшӑннă.
Занятисене нумай юн кайнине чарассине, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче уй-хирте эвакуаци мелӗсене хӑнӑхтарассине кӗртнӗ.
Занятисем «Народный фронт «За Россию» в Башкортостане» юхӑмне, «Друзья медицины Донбасса» юхӑмне хутшăнакансем хутшӑннипе иртнĕ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тата медицина организацийӗсен представителӗсен йышӗнчи опытлӑ специалистсем вӑрҫӑ условийӗсенче илнӗ паха хӑнӑхусемпе занятисене хутшӑнакансене паллаштарнă.
«Все для Победы» Волонтер ушкӑнӗн ертӳҫи Алевтина Васильева:
- Паян кашниех тренировкӑсене хутшӑнса пурнӑҫра кирлӗ пӗлӳпе ӑсталӑха алла илме пултарнӑ. Пирӗн мероприятисем халӑха чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва хатӗрлессине ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ тата пирӗн ентешсен сывлӑхӗпе пурнӑҫне хӳтӗлеме пӗтӗмӗшле хатӗрленӳ шайне ӳстереҫҫӗ, экстремаллӑ условисенче пире уҫӑмлӑн та килӗштерсе ӗҫлеме пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн занятисене хутшӑнма йыхравлатпӑр, вӗсем кӗҫех тепӗр хут пулӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.