Çутă çул
+28 °С
Облачно
Общество
19 Сентября 2025, 06:47

Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă

Ситекпуçĕнче Афганистанри, Таджикистанри ҫапӑҫусене, Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ  Сергей Павлович Никифоров ячӗпе «Асӑну аллейи» асӑну плитине уҫнă.

Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнăСитекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
2025 ҫулхи сентябрĕн 18-мӗшӗнче Ситекпуçĕнче пӗлтерӗшлӗ пулӑм - Афганистанри, Таджикистанри ҫапӑҫусене, Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ  Сергей Павлович Никифоров ячӗпе «Асӑну аллейи» асӑну плитине уҫнă.
Сергей Павлович кадрти ҫар ҫынни пулнӑ, 25 ҫул пурнӑҫне ҫара халалланӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан айккинче тӑрса юлайман... Тупа тунине тата Тӑван ҫӗршыва парӑнса пуçне хунă.
Ту ҫинче, ҫырма хӗррипе нумай йывӑҫ лартса ытарайми сад лартса хӑварнă вăл. Ял-йыш ӑна асӑнса, унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен асӑну плити лартса асӑну аллейине ун ячӗпе хисеплеме шут тытнă.
«Эпир ҫак асӑмшӑн шанчӑклӑ» чаплă митинг Раҫҫей тата Пушкӑртстан гимнӗсенчен пуҫланнă. Хӑйӗн сӑмахӗнче Пишпÿлек район пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.А. Семенов ял ҫыннисене, волонтерсене, СВОра пуçне хунă С.П. Никифоровăн амӑшне тав сӑмахӗсем каланă.
Чаплă мероприятире «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн социаллӑ кураторӗ  Г. А. Хисамутдинова, Ҫветтуй Троица прихутӗнчи Владимир иерей, ял старости  Г.В. Скоробогатова, Сергейпе пӗр класра вӗреннисем, герой амӑшӗ сăмах тухса каланă.
Владимир атте храмра Сергие халӗ те кашни кун аса илсе уншӑн кӗл туни ҫинчен чуна пырса тивмелле сӑмах каланă...
Мероприяти вилнисене литие вуласа, асӑну апачĕпе вӗҫленнӗ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
 
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Ситекпуçĕнче асӑну плити уҫнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас