Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
23 Сентябрӗн 2025, 06:08

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем ӗҫпе тивӗҫтерекен пайӑн ертсе пыракан специалисчӗпе О.А. Миннигалинапа, «Ҫемье» центр пуҫлӑхӗпе Н.Г. Сидоровапа тата СВО ветеранĕпе И.Ф. Валиевпа тĕл пулнă.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕПишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ

Сентябрĕн 22-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем ӗҫпе тивӗҫтерекен пайӑн ертсе пыракан специалисчӗпе О.А. Миннигалинапа, «Ҫемье» центр пуҫлӑхӗпе Н.Г. Сидоровапа тата СВО ветеранĕпе И.Ф. Валиевпа тĕл пулнă. Ольга Александровна Миннигалина ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑра вӗренекенсене пулӑшмалли мерӑсем, вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ҫамрӑксене мӗнле тата ӑҫта ӗҫлеме вырнаҫмалли пирки каласа кӑтартнă. Надежда Герольдовна Сидорова ачасемпе интереслӗ те пӗлӳллӗ калаҫу ирттернӗ. Пулас выпускниксем вӗренӳ заведенийӗсене кӗрес умӗн хӑйсен вӑйлӑ та вӑйсӑр енӗсене мӗнле уйăрса илмеллине, экзаменсене мӗнле хатӗрленмеллине каласа панă. Патриотизм ҫинчен пирӗн ҫӑмӑл мар вӑхӑтра ачасемпе И.Ф. Валиев калаҫнă. Пирӗн хӑнасене тав тӑвас килет, тӗлпулу интереслӗ те пӗлӳллӗ иртнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210652587

 

 

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта интереслӗ те пӗлӳллӗ тӗлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас