Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкне халалланӑ мероприятисен шайӗнче Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗнче педагогсемпе вӗренекенсемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканпа, ҫак колледж студенчӗпе ятарлӑ ҫар операции пыракан зонăран кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ «Татарин» позывнойлă боецпа тӗлпулу иртнӗ. Вӗренекенсемпе тӗл пулсан вӑл салтак служби ҫинчен, хӑйӗн ҫапӑҫури тивӗҫӗсем ҫинчен каласа панă, хальхи ҫар ҫыннин ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен кӑна мар, тарӑн пӗлӳллӗ пулмаллине, кӑткӑс лару-тӑрура хӑвӑрт йышӑну тума пӗлмеллине, ялан хӑй тӗллӗн аталанма, вӗренме хатӗр пулмаллине палӑртнă. Калаҫу вӗҫӗнче преподавательсемпе студентсем боеца ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑ служба тата киле хӑвӑртрах таврӑнма суннă.
#МЫВМЕСТЕ
#Росмолодежь
#НашимГероям
#Победа80
#ГодподдержкиучастниковСВО
#сельхозбелебей #БКМиЭ #Белебей #Белебеевскийрайон #Ермекеевскийрайон #Бижбулякскийрайон#Давлекановскийрайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗн социаллă сетьри страницинчен.