Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Октябрӗн , 11:11

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă

Октябрьте чаплӑ та ырӑ уяв пур — Ваттисен кунӗ, ӑслӑлӑхпа ырӑлӑх уявӗ.

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă

Октябрьте чаплӑ та ырӑ уяв пур — Ваттисен кунӗ, ӑслӑлӑхпа ырӑлӑх уявӗ! Ҫак кун эпир пӗтӗм тӑвансене, чӗрешӗн хаклӑ ҫынсене — аслӑ, ӑслӑ ӑрӑва — саламлатпӑр. Ҫак уяв умӗн Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта педагогика ӗҫӗн ветеранӗсемпе техника персоналне хӑнана чӗннĕ. 3 «а» класра вӗренекенсем (класс ертӳҫи О.В. Сергеева), 5 «а» класс, (класс ертӳҫи А.М. Маликова), музыка учителӗ А.Ф. Иванова ертсе пынипе хӑнасем валли уяв концерчӗ хатӗрленĕ. Шкул директорӗ Е.Л. Филиппова ветерансене нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн чӗререн саламланă, пысӑк тав сӑмахӗ каланă. Вӗсене ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал суннă, ҫавӑн пекех шкул пурнӑҫӗ ҫинчен хыпарсемпе паллаштарнă. Ветерансен канашӗн председателӗ Е.И. Андреева ватӑсемпе, вӗренекенсемпе тата шкулта ӗҫлекенсемпе тӗл пулу кунне йӗркеленӗшӗн тав тунă. Тӗлпулӑва чей ӗҫсе вӗҫленĕ. Аслӑ ӑрӑва ырӑ сывлӑх, хастарлӑх, телейлӗ вӑрӑм кун-ҫул, тӑвансемпе ҫывӑх ҫыннисен юратăвĕпе тимлӗх сунатпӑр!

#Бижбуляк2школа
#ДеньМудрости
#НавигаторыДетстваРБ

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/bssh2

 

 

 

 

 

 

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта Ваттисен кунне паллă тунă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас