Кистенлӗре Ăс-хакӑлпа хисеп кунӗнче аслӑ ӑру представителӗсем валли «Çамрӑк чĕреллĕ ватӑсем» мероприяти иртнӗ. Мероприяти программи тӗрлӗ енлӗ пулнӑ. Светлана Васильевна Павлова пысӑк мар концерт хатӗрленӗ, ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Унтан хӑнасем чей ӗҫнӗ май ансат лару-тӑрура калаҫса ҫамрӑк ҫулсене аса илнĕ, юратнӑ юрӑсене юрланă тата ыттине те пултарнă.
Мероприятие «Çулсемпе килĕштерсе» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ, унта илем, сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр рецепчӗсемпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе тапхăрпа тухакан кӑларӑмӗсемпе паллашма пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.