Çирĕклĕре Ваттисен кунне халалласа Культура çурчĕн ӗҫченӗ Çирĕклĕ ял тăрăхĕн пуҫлӑхӗпе Людмила Романовапа тата ял тăрăхĕн специалисчӗпе Регина Ильмурзинапа пӗрле «Ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫулсен ӑслӑлӑхне мухтатпӑр» акци–саламлани иртнĕ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче пуçне хунă çар ҫыннисен тӑванӗсем валли адреслӑ саламсем йӗркеленĕ. Вӗсене ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата, паллах, хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен ырми-канми юратӑвӗпе тӑрӑшулӑхне суннă. Вӗсене нумай ҫул тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пурнӑҫри пысӑк опытшӑн, ырӑ кӑмӑлшӑн тата ӑслӑлӑхшӑн тав тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.