Кӗркунне - ҫулталӑкӑн илемлӗ те чаплă вӑхӑчӗ, художник евĕр, ҫут ҫанталӑка ҫутӑ тӗссемпе сӑрлать. Ҫак ытарлӑ вӑхӑтра Пишпÿлекри Ача-пăча пултарулӑх центрӗн шкул умӗнхи ушкӑнсенче «Пушкӑртстанри кӗркунне» воспитани мероприятийӗ ирттернӗ.
Ачасем патне ылтӑн кӗркунне хӑнана килнӗ. Ачасем кӗркунне валли сӑвӑсем, юрӑсем, ташӑсем хатӗрленӗ, кӗркуннепе вӑйӑ карти ирттернӗ.
Кӗркуннехи илемлӗ тапхӑрта октябрӗн 11-мӗшӗнче - пирӗн Республика хӑйӗн тӗп патшалӑх уявне - Республика кунне паллӑ тӑвать.
Уяв умӗн ачасем пирӗн Республика символикине аса илнĕ, сӑвӑсем каланă, юрӑсем юрланă, гимн итленĕ, пушкӑрт халӑхӗн «Юрта» вӑййине вылянă.
Уяв вӗҫӗнче кӗркунне ачасене пушкӑрт наци кухнин йӑлана кӗнӗ ҫӑнӑх апатне - баурсак парнеленĕ. Уяв чаплӑ иртнĕ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пăча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.