Пишпÿлек районӗнче волонтерсемпе тӗлпулу иртнӗ. Районти хастарсем СВОна хутшăнакансене пулӑшассинче хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшнине, парӑннине кӑтартаҫҫӗ, ҫакӑншӑн тивӗҫлӗ наградӑсем — «Фронта пулӑшнӑшӑн» медальсене тивĕçлĕ пулнă.
Медалӗсене волонтерсене Пушкӑртстан полкӗн представителӗсем чаплӑ лару-тăрура панă, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн ӑшшӑн тав тунă.
Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хастарсене чун-чӗререн тав тунă, вӗсен ӗҫӗн пӗлтерӗшне палӑртнă.
Мероприятие хутшӑнакансем çавӑн пекех Пушкӑртстан Республики Патшалӑх Пухӑвӗн Курултайăн депутачӗн Рамиль Бадамшинăн аллинчен пысӑк наградӑсене тивӗҫнĕ. Вӑл волонтерсен штабӗсен ертӳҫисене тав ҫырӑвӗсем панă, вӗсем пирӗн боецсене пулӑшас енӗпе пӗтӗмӗшле ӗҫе хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
Тӗлпулӑва сцена ӑстисем кӗвӗленӗ музыка номерӗсемпе ирттернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.