Çутă çул
-32 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Октябрӗн 2025, 09:47

Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ

Калинин ял Советĕнче волонтерсем савнӑ хӗрарӑмсене саламланă.

Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ
Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ
 
Калинин ял Советĕнче волонтерсем савнӑ хӗрарӑмсене саламланă. Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр! Ырӑ йӑлапа октябрӗн 15-мӗшӗнче эпир ял ӗҫченӗсене саламлатпӑр.
Паян ялти пурнӑҫ хӗрарӑмӑн черчен хулпуҫҫийӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. Пирӗн районта ялти ӑнӑҫлӑ хӗрарӑмсен тӗслӗхӗсем питӗ нумай. Ҫулсеренех ертӳҫӗ вырӑнӗсенче ял хӗрарӑмӗсен шучӗ ӳссе пырать. Пирӗн районта ял администрацийӗсенче пуҫлӑхсем -хӗрарӑмсем, чылай шкул директорӗсемпе ача сачӗсен заведующийӗсем - хӗрарӑмсем. Ял хӗрарӑмӗсем хӑйсен ӗҫне хӑюллӑн уҫаҫҫӗ: фермӑсем, ҫӑкӑр пӗҫерекенсем, тумтир ҫӗлекен тата юсакан мини-цехсем, лавккасем, илемлĕх салонӗсем. Вӗсем хӗрарӑмсен канашӗсенче, волонтер пӗрлешӗвӗсенче хаваспах вӑй хураҫҫӗ, граждансен пухӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ, ял пурнӑҫӗпе пурнӑҫӗн тӗрлӗ облаҫӗсенчи чылай ыйтӑва татса пама пулӑшаҫҫӗ.
Савнӑ хӗрарӑмсем! Илемлӗ уяв ячӗпе сире! Сирӗн аллӑрсем ывӑннине ан пӗлччӗр, яланах ҫепӗҫ те тӑрӑшуллӑ пулччӑр, сӑнӑрсем ӑшӑ кулӑпа ҫуталтӑр. Ӗҫре те, пурнӑҫра та ӑнӑҫу, сывлӑх, ырлӑх, ырă тулӑх пурнӑҫ, юрату, тӑнӑҫлӑх сунатпӑр Сире, пирӗн çӗр ҫинче, чунра, кашни килте, кашни ҫемьере!
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен. 
 
 
 
 
Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ
Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ
Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ
Октябрӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас