Пишпÿлекре яш-кӗрӗме сроклӑ ҫар службине ӑсатнине халалланӑ йӑлана кӗнӗ Призывник кунӗ иртнӗ. Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин паркӗнчи тата Ҫӗнтерӳ паркӗнчи мемориалсем умне чечексем хурса пуçне хунă паттӑрсене асӑннă.
Тӗп мероприяти районти Культура керменĕнче пулнă, унта призывниксен тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, тусӗсем, шкулсенчи учителĕсемпе вӗренекенсем, общественниксем пухӑннă. Пулас салтаксене ӑс парса район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов, Пишпÿлек районĕн çар комиссарӗ Салават Абдуллин, СВО ветеранӗ Ильдар Валиев сӑмах тухса каланă. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем призывниксене ҫар службине тӳрӗ кӑмӑлпа тата яваплӑн тытма, Раҫҫейри ҫар йӑли-йӗркине малалла тӑсакансем тивӗҫлӗ пулма чӗнсе каланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.