Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
24 Октябрӗн 2025, 06:03

Кистенлĕпуç клубӗнче патриотла информаци сехечĕ иртнĕ

Кистенлĕпуç  клубӗнче ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас тӗллевпе информаци сехечӗ ирттернӗ.

Кистенлĕпуç клубӗнче патриотла информаци сехечĕ иртнĕКистенлĕпуç клубӗнче патриотла информаци сехечĕ иртнĕ
Кистенлĕпуç клубӗнче патриотла информаци сехечĕ иртнĕ
Кистенлĕпуç  клубӗнче ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас тӗллевпе «Zа мир, Zа правду, Zа победу» информаци сехечӗ ирттернӗ. Мероприятире ятарлӑ ҫар операцийӗн пӗлтерӗшӗ, ҫапӑҫури лару-тӑру, тӑван ҫӗршыва тата ентешсене питӗ юратни, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене хӳтӗлес кӑмӑл пурри, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхӗпе хăюлăхĕ ҫинчен каланӑ. Ачасем чӑн-чӑн паттӑрсем юнашар пурӑннине, хастарлӑх, паттӑрлӑх, тӑван ҫӗршыва юратни - чӑн-чӑн ҫыннӑн тата хӑйĕн ҫӗршывӗн гражданинӗн пахалӑхӗсем иккенне курса ӗненнĕ. Информаци сехетне хутшӑнакансем хастаррӑн ыйтусем панă, хӑйсен шухӑшӗсемпе, кăмăл-туйăмĕсемпе паллаштарнă.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуç клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
 
Кистенлĕпуç клубӗнче патриотла информаци сехечĕ иртнĕ
Кистенлĕпуç клубӗнче патриотла информаци сехечĕ иртнĕ
Кистенлĕпуç клубӗнче патриотла информаци сехечĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас