Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
30 Октябрӗн 2025, 06:04

«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн шкул умӗнхи ушкӑнӗсен ачисем «Ҫӑкӑр» темӑпа пӗлӗве ҫирӗплетме музее ҫитсе курнă.

«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
 
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн шкул умӗнхи ушкӑнӗсен ачисем «Ҫӑкӑр» темӑпа пӗлӗве ҫирӗплетме музее ҫитсе курнă. Ачасем валли «Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ хатӗрленĕ.
Экскурси вӑхӑтӗнче ачасем иртнӗ вӑхӑтра та, хальхи вӑхӑтра та тыр-пул ӳстерес тата тирпейлес процеспа паллашнă. Ҫакна тума вӗсем ҫӑкӑр туса илессин мӗнпур тапхӑрне уҫӑмлӑ кӑтартакан презентаци пӑхнă. Ҫавӑн пекех ачасем ҫӑкӑра халалланӑ юрă итленĕ, ҫак ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене те, каларӑшсене те нумай пӗлнĕ. Ҫӑкӑра упрани пӗлтерӗшлӗ пулнине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Музей экспозицийӗнче ачасем тырра тирпейлеме усӑ курнӑ экспонатсене курма пултарнӑ. Ҫакӑ вӗсене ҫӑкӑр пирӗн мӑн асаттесен сӗтелӗ ҫине мӗнле майпа лекнине лайӑхрах ӑнланма май панӑ. Мероприяти паллӑ совет вăхăтĕнчи «Пирожок» мультфильмне курнипе вӗҫленнӗ, вӑл ачасене ырӑ туйӑм хушнă, илнӗ пӗлӗве ҫирӗплетнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
 
 
«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
«Ҫӑкӑр пурин те пуҫĕ» тематика экскурсийӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас