#владимирпутин
Президент ҫар ҫыннисемпе калаҫнӑ.
Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствин П.В. Мандрык ячӗллӗ Тӗп ҫар клиника госпитальне ҫитсе курнӑ, унта ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар задачисене пурнӑҫланӑ чухне аманнӑ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ҫар ҫыннисем сипленеҫҫӗ, реабилитаци иртеҫҫӗ.
Оборона министрӗпе Андрей Белоусовпа тата ЦВКГ начальникӗпе Павел Крайнюковпа пӗрле президент госпиталӗн хирурги уйрӑмне ҫитсе 127-мӗш уйрӑм разведка бригадин ҫар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ.
П.В. Мандрык ячӗллӗ Тӗп ҫар клиника госпиталӗнче пулнӑ май Президент ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче аманнӑ кӗҫӗн сержанта Руслан Колыванова асӑнмалӑх парнесем панă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кристина Кормилицына, «Россия сегодня» МИА.