Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн хатӗрленӳ ушкӑнӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халаллнă тематика занятийӗ иртнӗ.
Ачасем туслӑх, пӗр-пӗрне пулӑшни тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни мӗн тери паха пулни ҫинчен калаҫнă.
Заняти вӗҫленнӗ май ачасем Раҫҫей ялавне сӑрӑсемпе питӗ хавхаланса ӳкернĕ — уҫҫӑн, творчествӑлла тата хӑйсен Тӑван ҫӗршывне юратса!
#ДеньНародногоЕдинства #ПатриотическоеВоспитание #ФлагРоссии
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.