Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ - ҫулсерен Раҫҫейре ноябрӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан патшалӑх уявӗ. Вӑл нумай нациллӗ халӑха пӗтӗҫтерме, истори еткерлӗхне сыхласа хӑварма тата пирӗн ҫӗршыва патриотла воспитани пама тӗллев лартнӑ. Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Пӗрлӗхлӗ халӑх - пӗрлӗхлӗ патшалӑх» тематика программинче хутшӑнакансене уяв мӗнле пуҫланса кайнин историйӗпе, уяв йӑли-йӗркипе, унӑн Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен паллаштарнă, тӗнчери тӗрлӗ халӑхсен культурипе йӑли-йӗрки ҫинчен ытларах пӗлме пултарнă. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче хутшăнакансем Раҫҫей пӗрлӗхлӗ чухне кӑна мӗн тери вӑйлӑ пулнине ӑнланма пултарнӑ, ҫакна тума вара туслӑхпа килӗшӳре пурӑнмалла. Ку вӑхӑта пӗрле ирттерме, пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма вӗренме те питӗ лайӑх май пулнă.
«Руҫ çӑлавҫисем - Мининпа Пожарский» квест-вӑйӑ хутшăнакансене историе аса илме, нумай ыйтусене хуравлама пулӑшнă: «Пӗрлӗх» сӑмах мӗне пӗлтерет? Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне миҫемӗш ҫултан уявлаҫҫӗ? Халӑх пӗрлӗхӗн кунне мӗнле пулӑма асӑнса уявлаҫҫӗ? Дата геройӗсем камсем? Тӑван ҫӗршыв ҫинчен тата ытти нумай интереслӗ ыйтусемпе фактсем. Программӑн пӗр пайне СВОна хутшӑнакансене халалланă, пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв, Раҫҫей ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем янӑранă, патриотла юрӑсем патриотизмпа пӗрлӗх сывлӑшӗ панă.
#День_народного_единства
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.