Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ - Раҫҫейре кашни ҫулах ноябрӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан официаллӑ патшалӑх уявӗ. Ӑна 1612 ҫулхи халӑх ополченийӗ Мускава Польша интервенчӗсенчен хӑтарнӑ пулӑмсене халалласа йӗркеленӗ. Уявӑн пӗлтерӗшӗ - нумай нациллӗ халӑхӑн гражданла пӗрлӗхне, историлле тӑсӑмлӑхне тата пӗтÿçĕлĕхне пӗлтернинче. Ҫынсен шухӑш — кӑмӑлӗ, национальнӑҫӗпе тӗнӗ тӗрлӗрен пулсан та-пӗрле вӗсем ҫӗршыва тата унӑн пуласлӑхне упраса хӑварма пултарнине аса илтерет вӑл. Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕнче вӗренекенсемшӗн «Эпир пӗр!» мероприяти ирттернĕ. Мероприятине ертсе пыракансем Татьяна Владимировнапа Валентина Александровна ачасене ҫак уяв пирки аса илтернĕ, Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсене аса илнĕ, чӑмӑртанмалли вӑйӑсем вылянă, нумай тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнă, вокал пӗрлешӗвӗсенчи ачасем концерт номерӗсемпе тухса каланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пăча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.