#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа йӑлана кӗнӗ тӳрӗ линие хатӗрленме тытӑннӑ та ӗнтӗ, вăл хӗрӳ пырать. Кун пирки ноябрĕн 3-мӗшӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
Мероприятие йӗркелесси кӑткӑс процесс пулнине, ăна чылай хатӗрленме кирлине палӑртнă ТАСС. Кремль представителӗ каланӑ тӑрӑх, граждансен ыйтӑвӗсене пухса тирпейлес ӗҫ пырать ӗнтӗ.
«Ку кӑткӑс процесс», — хушса хунă Песков.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Александр Казаков.