Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Ноябрӗн 2025, 12:47

Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă викторина иртнĕ

Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă «Пӗрле эпир пысӑк вӑй, пӗрле эпир Раҫҫей» кӑсӑк викторина иртнĕ.

Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă викторина иртнĕ
Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă викторина иртнĕ
Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă «Пӗрле эпир пысӑк вӑй, пӗрле эпир Раҫҫей» кӑсӑк викторина иртнĕ. Ҫак пулӑм пирӗн ҫӗршыв историйӗпе культури ҫинчен хӑйсен пӗлӗвне хавхаланса кӑтартнӑ ачасене пуҫтарнă.
Викторина историн тӗп саманчӗсемпе, Раҫҫей халӑхӗсен йӑли-йӗркипе тата ҫак уявӑн пӗлтерӗшӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва кӗртнӗ. Унта хутшӑнакансем пирӗн нумай нациллӗ халӑха пӗрлештерекен аслӑ пулӑмсем, пӗлтерӗшлӗ ҫынсем тата культура уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма пултарнă.
Историе чи лайӑх пӗлекенсене асӑнмалӑх парнесемпе чысланӑ.
Ҫак мероприяти пӗлӳ шайне ӳстерме пулӑшнӑ кӑна мар, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, пӗрлешме те питӗ лайӑх май пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек мероприятисем малашне те тӑсӑласса, пирӗн гражданла ӑс-тӑна тата тӑван ҫӗршыва юратассине ҫирӗплетессе шанатпӑр!
#Вединствекультурсиланарода
#Ночьискусств2025
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн  социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă викторина иртнĕ
Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă викторина иртнĕ
Ситекпуçĕнчи библиотекăра Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă викторина иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас