

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сроклӑ ҫар службине ҫулталӑкӗпе кайма закона алӑ пуснӑ. Документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Халӗ медосвидетельство, психотбор тата призыв комиссийӗсен ларӑвӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе иртӗҫ. Призывниксене ҫара ӑсатасси вара икӗ тапхӑрпа сыхланса юлӗ: ҫуркунне — апрелӗн 1-мӗшӗнчен июлӗн 15-мӗшӗччен, кӗркунне — октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен.
Саккун тата электронлӑ повесткӑпа пымалли паллӑ вӑхӑтсене кӗртет — ăна «Госуслуги» урлă илнӗ хыççăн 30 кунран кая юлмалла мар. Тӑхтамалли е службӑран хӑтармалли ыйтусене татса пама призывникӑн хӑй пулни урӑх кирлӗ мар. Унсӑр пуҫне военкоматсене граждансене ҫар учечӗн реестрӗнчен, ҫав шутра онлайн-формӑпа та, ҫырса пама ирӗк параҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов / «Башинформ» архивӗ.