#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин юнкун иртнӗ нацисен хушшинчи хутшӑнусен канашӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри казаксен обществин атаманӗ Виталий Кузнецов пуҫарӑвне ырласа хуравланă.
«Ӗнер пирӗн ҫӗршыв Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявларӗ - ку кашни гражданиншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв. Эпир мӗн тери пӗр шухӑшлӑ пулнинчен, халӑхсен хушшинчи тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳлӗх пӗлтерӗшне ӑнланнинчен пирӗн Раҫҫейӗн пулас аталанӑвӗ килет. Владимир Владимирович, сиртен канашӑн [ВсКО атамансен] сӗнӗвне ырлама тата ҫитес 2026 ҫула Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе ят пама май пӑхса тухма ыйтатӑп. Пӗтӗм ҫӗршыв сире ку енӗпе пулӑшасса шанатӑп», - цитатӑлать ТАСС атаман сӑмахӗсене.
Президент РФ правительствин вице-премьерне Татьяна Голикована тивӗҫлӗ йышӑнусен проекчӗсене хатӗрлеме хушнӑ.
Канашра наци политикин ҫӗнӗ стратегине тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ провокацисене хирӗҫ тӑрассине сӳтсе явнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Президенчӗн официаллӑ сайчӗ / kremlin.ru.