Пăслăкри Культура çуртĕнче патшалӑхӑн чи ҫамрӑк тата чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗрне — Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ «Эпир пӗрле» тематика программи иртнӗ.
Ноябрӗн 4-мӗшӗ - эпир ҫӗнтерӗве кӑна мар, халӑх пӗрлӗхне пула пулма пултарнӑ ҫӗнтерӗве аса илнӗ кун. 1612 ҫулта тӗрлӗ чинлӑ, нациллӗ вырӑс ҫыннисем хӑйсен ҫӗрне пӑлхавӑртан, влаҫсӑрлӑхран хӑтарас тесе чӑмӑртаннӑ. Ку ӗҫре те пирӗншӗн пуриншӗн те ӗмӗрхи урок.
Хальхи саманашӑн тылра чӗрӗ тӗслӗх «Пурте фронтшӑн, пурте çӗнтерӳшӗн» волонтерсен пӗрлӗхӗ пулса тӑрать. «Фронт валли яватпăр-Пăслăк» ушкӑн куллен пысӑк ӗҫ тăвать.
Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатпӑр. Эпир пĕрле чух - эпир никам ҫӗнтерейми.
Уяв ячӗпе! Тӑнӑҫлӑх, ырӑлӑх тата пӗрлӗх!
#деньнародногоединства
#мыедины
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.