Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗпе Владислав Николаевич Головинпа савӑнӑҫлӑ тӗлпулу ирттернӗ.
Ачасем геройпа тӗп темӑсене сӳтсе явнă: патриот пулни мӗне пӗлтерет, мӗншӗн иртнӗ кун-ҫул паттӑрлӑхӗ ҫинчен асра тытни тата пулас ӑру валли истори астӑвӑмне упрани пӗлтерӗшлӗ.
Владислав Николаевич палӑртнă:
«Пирӗн ҫӗршыв нумай ӗмӗрлӗ чун-чӗреллӗ йӑла-йӗркесенчен, эпир ӑруран ӑрӑва парса пыракан хаклӑхсенчен, калама ҫук историллӗ хуласенчен, ҫӗршыва упраса аслӑ тунӑ ҫынсенчен тӑрать. Эпир хамӑр асаттесем умӗнче явап тытатпӑр. Истори Управҫисем пулсан, астăвăм чӗрӗ пулӗ. Паян пирӗн черет, эпир те сирӗнпе шанăçа тÿрре кăларатпăрах!»
#ХранителиИстории
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пӗрремӗшсен юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн пресс-служби.