ПР Общество палатин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Рамиль Рахимов ноябрӗн 11-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа пулнӑ Тӳрӗ лини пирки ӑнлантарнă.
Рамиль Рахимов палӑртнӑ тӑрӑх, Радий Хабиров ирттернĕ Тӳрӗ лини ҫине тӗрлӗ ыйту нумай килнӗ. Вӗсен хушшинче - СВОпа, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе, хӑтлӑхпа тата туризмпа, медицинӑпа, ҫав шутра ача-пӑча медицинипе те, ҫавӑн пекех вӗренӳпе спорт пирки ҫыхӑннӑ ыйтусен комплексӗ.
«Пӗтӗмӗшле туйӑм - ансат мар вӑхӑт, республика вара пурӑнать! Ҫак тӳрӗ линине чӗререн тухакан йӗр теме пулать пулӗ», - тесе пӗлтернӗ регионти Общество палатин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан.
Рамиль Рахимов шучӗпе, регион ертӳҫи кашни ыйтӑвӑн вак-тӗвекӗсене пӗлсе хуравланӑ.
«Ҫитменнине, вӗсем ҫитмен ҫӗрте вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа «эпӗ ку ыйтупа ӗҫлӗп, ӑна татса паратӑпах» тенӗ, е тӳрех министрсемпе, хула мэрĕпе, район пуҫлӑхӗсемпе ыйтӑва татса пама ҫыхӑнтарнӑ. Бюджет ҫинчен, пирӗн тупӑшсемпе тӑкаксем ҫинчен тӳрӗ калаҫу пулнă. Темиҫе хутчен те - ҫитес ҫула курса ӗнтӗ хирӗҫлеме хӑюлӑх ҫитернĕ. Килӗшес мар, вӑхӑт иртсен ҫак ыйтӑва та татса пама ҫапах та таврӑнас, - тенӗ ПР Общество палатин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан. - Пӗтӗмӗшле илсен, Радий Хабиров ирттернĕ Тӳрӗ лини пире пӗр пӗтӗмлетӳ патне илсе пырать - вӑхӑт кӑткӑс, анчах ҫӗршыв ҫӗнтерет. Ҫакӑ пӗрле пулнипе, эпир тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнипе тата пурнӑҫлама май паракан тӗллевсем лартнипе пулма пултарать».
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа Тӳрӗ лини умӗн тата пынӑ вӑхӑтра ҫынсенчен 8629 тӗрлӗ ыйту килнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР пресс-служби / Обществӑлла палати.