

Ноябрӗн 13-мӗшӗнче эпир Пӗтӗм тӗнчери ырӑлӑх кунне паллӑ тӑватпӑр! Ку пурне те ырӑ тума епле ҫӑмӑл пулнине, ҫак вӑй мӗн тери пысӑк пулнине аса илтерме питӗ лайӑх сӑлтав.
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Почемучки» аслӑ ушкӑнӗнче «Ырӑ ӗҫсем» калаҫу ирттернӗ, ун вӑхӑтӗнче ачасем килте тата ача садӗнче мӗнле ырӑ ӗҫсем туни, хӑйсен ашшӗ-амӑшне мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Воспитанниксем хаваспах асамлӑ ырӑ чечек ӑсталанă, «Ыр кӑмӑллӑх чечекне пуҫтар» дидактика вӑййине вылянă. Ҫапла, пӗрле вӗсем ырӑлӑх, ҫынлӑх тата хисеп ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илнĕ.
Ырӑ ӗҫсем тума питӗ ансат. Вӗсене укҫапа виҫмеҫҫӗ, тепӗр чухне вӑхӑт нумай кирлӗ мар, чи кирли — пуҫӑнмалла. Ахаль кулӑ та тӗлӗнтерме пултарать.
Таврара ырӑ сӑмахсем ҫеҫ янӑраччӑр, чӗрере ҫутӑ чечек пулса ыр кӑмӑллӑх ҫеҫке ҫуртӑр. Кашниех, чи пӗчӗк ҫын та, мӗн те пулин лайӑх ӗҫ тусан, тӗнче ырӑрах, эппин, лайӑхрах пулӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.