Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
26 Ноябрӗн 2025, 06:43

Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Юный книголюб» вулакансен клубӗнче «Тӗнче аннерен пуҫланать» пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ

Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнатьПирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать
Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать

Тӗнчере ыр сӑмах сахал мар пурӑнать,

Анчах пуринчен те ырӑрах та ачашрах пӗри:

Икӗ сыпӑкран, ахаль сӑмах «анне».

Унран тӑван сӑмах та ҫук!

Пирӗн ҫӗршывра паллӑ тӑвакан йышлӑ уявсен хушшинче Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Раҫҫейре Анне кунне нумаях пулмасть паллӑ тума тытӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Б.Н.Ельцинӑн 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи «Анне кунӗ çинчен» Указӗпе палӑртнӑскере, вӑл чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче, амӑшӗн ӗҫне тата вӗсем ачасене чунтан юратнине тивӗҫлипе хакласа уявлаҫҫӗ. Ку никама та сӳрӗк мар хăварман уяв.

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Юный книголюб» вулакансен клубӗнче «Тӗнче аннерен пуҫланать» пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ. Библиотекарьсем «Анне ячӗ», «Ачашлӑх», «Анне профессийӗсем» пек интереслӗ конкурссемпе вӑйӑсем ирттернĕ, унта ачасем хаваспах хутшӑннă. Ҫавӑн пекех ҫак кун ачасем пурте хӑйсен амӑшӗсем ҫинчен питӗ юратса каласа панă, вӗсем ҫинчен нумай ӑшӑ сӑмах каланă.

Малалла «Анне валли чечексем» ятлă тӗрлӗ тӗслӗ хутран ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Ҫут тӗнчери чи тӑван, чи юратнӑ ҫынсем валли парне туни питӗ савӑнтарнă, килентернĕ. Хӑвӑр алӑпа тунӑ парнерен хакли нимӗн те ҫук! Эппин, аннесем уяв кунӗнче тӗлӗнӗҫ, ачасем хӑйсем тунӑ парнесене хаваспах парӗҫ.

#ДеньМатери

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club84987221

 

 

 

 

Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать
Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать
Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать
Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать
Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать
Пирӗн ҫӗршывра Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас