

Пишпÿлек районӗнчи волонтер, «Все для фронта — Бижбуляк» общество юхӑмӗн ертӳҫи Эллина Суфьянова «Раҫҫей Федерацийӗн оборонине ҫирӗплетес ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Наградӑна ӑна Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров правительствӑн ЦУРти оперативлӑ канашлӑвӗнче панă.
Эллина Суфьянова регион Пуҫлӑхне волонтерсен пуҫарӑвӗсене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
«Республикӑра СВО боецӗсене, волонтерӗсене пур енĕпе те пулӑшаҫҫӗ. Ҫак медале манӑн ҫурӑм хыҫӗнче тӑракан ҫӗршер ҫын тата республикӑри ҫар ҫыннисене пулӑшакан мӗнпур волонтер тивӗҫлӗ. Пирӗн пӗтӗм район тата пӗтӗм республика пирӗн салтаксемшĕн пӗрлешрӗҫ», — тенӗ волонтер.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин оперативлӑ канашлӑвне трансляцилени / скриншот.