Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
28 Ноябрӗн 2025, 05:02

Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн шкула хатӗрленекен «АБВГДЕйка» ушкӑнра «Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ» кӑсӑк конкурс-вӑйă КВН евӗр йӗркеленӗ ҫутӑ уяв иртнĕ.

Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗАнне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ


Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн шкула хатӗрленекен «АБВГДЕйка» ушкӑнра «Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ» кӑсӑк конкурс-вӑйă КВН евӗр йӗркеленӗ ҫутӑ уяв иртнĕ.
Икӗ туслӑ команда чи лайӑххи ятшӑн хастар кӗрешнӗ.
«Всезнайки» команда амăшсемпе хĕрĕсенчен тăнă,
«Хаваслӑ ачасем» команда амăшсемпе ывӑлĕсенчен.
Кашни заданире тавҫӑрулӑх, кулӑш, команда хавалӗ кирлӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем тавҫӑруллӑ пулнӑ, пӗр-пӗрне пулӑшнӑ, процеспа киленнӗ.
Компетентлӑ жюрие ача сачӗн ӗҫченӗсен опытлӑ йышӗ ертсе пынă: педагог-психолог Эльвира Раязовна тата физкультура инструкторĕ Элина Анатольевна, вĕсене тӗрӗс хаклама пулӑшнӑшӑн тав.
Интерактивлӑ заданисем хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине пӑхӑнма, командӑсен хушшинче лайӑх хутшӑннине кӑтартма май панӑ.
Конкурссем хушшинче ачасем куракансене чи хаклӑ ҫынсене — хӑйсен амӑшӗсене - юратупа, ӑшӑлӑхпа тулнӑ юрӑ-кӗвӗпе, сӑвӑпа тата ташӑпа савӑнтарнă.
Уяв чӗрӗ, хастар та хавхалануллӑ иртнӗ. Мероприятие хастар хутшӑннӑ пур ашшӗ-амӑшне те ӑшӑ атмосферӑшӑн, хуҫаланнӑ илемлӗ кӑмӑл-туйӑмшӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр, мӗншӗн тесен шӑпах тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем пулӑшни ачасене телейлӗ те хӑйсене шанакан ҫынсем пулса ӳсме пулӑшать.
#праздники
#работасродителями
#родительскоепросвещениеРБ
#просвещениеродителейРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public218299771

 

Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Анне ҫумра пулсан пире чӑрмавсем хӑратмаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас