

Анне кунӗ — пӗлтерӗшлӗ уяв, вӑл аннесене хисепленине, юратнине пӗлтерет. Программа ирттерни ҫемьери хаклӑхсемпе культура йӑлисене упраса хӑварма пулӑшать.
Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче хӑтлӑ атмосферӑра «Анне чӗри — юрату ҫӑлкуҫӗ!» Анне кунне халалланӑ вăйăпа конкурс программи иртнĕ. Хутшӑнакансем сахал пулин те тимлӗхпе тӑрӑшулӑха туйма кӑмӑллӑ, анчах уяв мухтавлӑ пулнă. Мероприяти уяв атмосферине йӗркелеме тата ырӑ туйӑмсем парнелеме май панă. Ял старости Александр Федотов курма пынӑ аннесене уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланă. Юрӑ-кӗвӗ номерӗсем, вӑл шутра «Пӗррехинче ҫурхи каҫ» тата «Только мама» чун юррисем те ӑшӑлӑхпа савӑнӑҫ хушнă. Каҫӑн юлашки аккорчӗ-хастар такмаксем, вӗсем позитивпа лайӑх кӑмӑл-туйӑм авӑрне парнеленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.